Территори тӗлӗшпе. Халех мар. Тепӗр темиҫе ҫултан. Ун чухне хула район ҫӗрӗсене хӑйӗн йышне туртса илӗ. Шупашкара 2035 ҫулччен аталантармалли плана палӑртнӑ. Ӑна Шупашкар хула депутачӗсен виҫӗмкунхи ларӑвӗнче ҫирӗплетсе хӑварнӑ.
Тепӗр 20 ҫул хушшинче Шупашкар тата пысӑкланӗ. Вӑл хӗвелтухӑҫ тата хӗвеланӑҫ еннелле сарӑлӗ. Паян ҫав лаптӑк Шупашкар районне кӗреҫҫӗ. Халӑх йышӗ 550 пинпе танлашмалла. Ҫултаӑкне вӑтамран 421 тӑваткал метр ҫурт хӑпартмалла. Кивелнӗ ҫурт-йӗре пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Социаллӑ учрежденисене аталантармалла. Сӑмахран, пӗчӗк юханшыв урлӑ кӗперсем тумалла, тоннель ҫул сарасшӑн. Йӑлӑма аталантарассине те пӑхса хӑварнӑ.
Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑш Литература ҫулталӑкӗнче «Литература картти» проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ. Вулавӑш директорӗн ҫумӗ Галина Тимофеева каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, карттӑра Шупашкар районӗнчи ҫыравҫӑсем пирки информаци пулӗ.
Карттӑна тӗнче тетелӗнче те курма май пулӗ-мӗн. Галина Львовна ӑнлантарнӑ тӑрӑх, уйрӑм йӗркере Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки ҫырнӑ хайлавсен авторӗсем пулӗҫ. Сайтри электрон рессурссене те ҫӗнетӗҫ. «Ҫӗнтерӳ салтакӗсем» пая вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ чухне хатӗрленӗ. Ун чухне районта 128 ветеран пулнӑ. Халӗ вара 45-ӗн ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
Шупашкар районӗнчи ял вулавӑшӗсем ҫитес ҫул валли мероприятисен планне хатӗрленӗ. Кашни уйӑхра тенӗ пекех ялти вулавӑшсенче мероприятсем иртӗҫ. Пархикассинчи вулавӑшра кашни кӗҫнерникун «Чи лайӑххине вулатпӑр. 2015 ҫеккунт сасӑпа вулатпӑр» акци иртӗ.
Вулавӑшсенче ҫулталӑк тӑршшӗпех ҫӗнӗ кӗнекесен куравӗсемпе паллаштарӗҫ.
Чӳкӗн 17-мӗшӗнчен раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗччен Шупашкар районӗнчи «Ҫулталӑк кӗнекине суйла» акци иртнӗ. Акцие районти пур вулавӑш та хутшӑннӑ.
Вулакансене 2014 ҫулта вуланӑ чи килӗшнӗ кӗнеке ятне аса илме, уншӑн сасӑлама ыйтнӑ. Ангелина Павловская ҫырнӑ «Вӗрене шывӗ те пылак» кӗнекешӗн чи нумаййӑн сасӑланӑ. Вӑл 234 ҫынна килӗшнӗ.
Вулавӑш ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вулакансене кӗнекере ҫивӗч сюжет чӑваш хресченӗсен пурнӑҫӗнчи ҫутӑ самантсем пӗрлешни, кун пирки епле ҫырса кӑтартни килӗшнӗ.
Пӗтӗмпе вулавӑша ҫӳрекенсем чӑваш, вырӑс тата ют ҫӗршыв авторӗсене 100 ытла кӗнекине палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ М.Самарскин «Радуга для друга», М.Стедманӑн «Свет в океане», Е.Вильмонтӑн «Трепетный трепач», О.Ройӑн «Шаль», Г.Максимовӑн «Вӑхӑта парӑнман юрату», Д.Мойесӑн «До встречи с тобой», Д.Лондонӑн «Белый клык», У.Эьменьӑн «Упраймарӑм сана» кӗнекисене асӑннӑ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнчи Ишек пасарӗнче пулса курнӑ. Ишекри сутуҫӑсем те чылай ҫӑхавланӑ. Кусем хыҫҫӑн Россельхознадзор пасарта ветеринари лабораторине уҫнӑ.
Ишек пасарне кашни канмалли кун фермерсем килсе хӑйсен хуҫалӑхӗнче ҫитӗнтернӗ продукцие сутаҫҫӗ. Ку мел чылайӑшӗшӗн укҫа ӗҫлесе илмелли мел пулнине палӑртмалла.
Паллах, сутуҫӑсем тавар пахалӑхӗ лайӑх пулни пирки сӑмах вӗҫҫӗн калаҫҫӗ. Анчах ку ҫителӗксӗр-мӗн. Кашни сутуҫӑ хӑйӗн таварне тӗрӗслемешкӗн ятарлӑ лабораторие пама тивӗҫ. Ҫапла майпа ӑна ветеринари справки параҫҫӗ, тавар ҫине пичет лартаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станцин пуҫлӑхӗ Сергей Ефимов каланӑ тӑрӑх, ярмӑрккӑра тавар сутас тесен ял тӑрӑхӗнчен справка илмелле, унтан участок пайне 2 е 4-мӗш номерлӗ справка илме каймалла.
Ишекре ветеринари лабораторине уҫни сутакансемшӗн те, туянакансемшӗн те меллӗ. Унччен ветеринари справки илмешкӗн урӑх района каймалла пулнӑ. Халӗ вара тавара вырӑнтах тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакан кинемейсем «Ачасем валли — ӑшӑ нуски» акци ирттерме шут тытнӑ. Ахаль лариччен кӗрӗк арки йӑвала тенине шута илсе ҫулланнисенчен чылайӑшӗ ал ӗҫӗпе аппаланма кӑмӑллать. Хӗлле вӑхӑтра вӗсем хаваспах алса-нуски ҫыхаҫҫӗ. Анчах шутран ытла пӗрех тӑхӑнса пӗтереймӗн. Тӑрӑшнине сая ямаҫҫӗ ватӑсем — ал ӗҫне ыттисене парнелеҫҫӗ.
Пӗлтӗр вӗсем Кӳкеҫри ятарлӑ шклу-интернат валли 26 мӑшӑр нуски ҫыхса панӑ. Нуские сурӑх ҫӑмӗнчен ҫыхнӑ. Ара, хӑш-пӗр ҫуртра сурӑх та тытаҫҫӗ-ҫке. Акцие кӑҫал та малалла тӑсас тенӗ. Кӑҫал вӗсем 51 мӑшӑр ҫыхса та хатӗрленӗ. Ҫав шутран 35-шне «Новороссинчи елка» акцие хутшӑнса Украинӑри ачасене пама йышӑннӑ. Ыттисене вӗсем Украинӑран ирӗксӗртен куҫса килниисене тата пушарта шар курнисене те панӑ.
Чӑваш Енре Культура ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пырать. Ҫавна май республикӑри районсенче концертсем йӗркелеҫҫӗ. Владимир Путин Раҫҫейре Культура ҫулталӑкне обществӑна культура ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас, культурӑпа истори еткерне сыхласа хӑварас тӗллевпе йышӑннӑ.
Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнчи клуб музейӗнче Культура ҫулталӑкӗн пӗтӗмлетӳллӗ концерчӗ иртнӗ.
Ҫак кун Апаш клубне ку тӑрӑхри пур пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ: «Ивушка» хор ушкӑнӗ, «Импульс» ташӑ ушкӑнӗ, «Шурӑ акӑш» хор ушкӑнӗ, «Ӳнер сӑмахӗ» клуба ҫӳрекенсем тата Апашри халӑх театрӗ.
Концерт халӑха килӗшнӗ. Ку кашни юрӑ хыҫҫӑн тӑвӑллӑн алӑ ҫупнинчен те паллӑ пулнӑ.
Чӑваш Енре виҫӗ сунарҫӑ вӑрманта хир сыснипе унӑн ҫурисене пенӗ. Вӗсем куншӑн йӗплӗ пралук леш енче 2 ҫул таран ларма пултарӗҫ.
ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 5-мӗшӗнче полицирен Муркаш районӗн ҫыннисем пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем палламан сунарҫӑсене курнине пӗлтернӗ. Вӗсемех хир сыснипе ҫурисене пенӗ.
Официаллӑ информаци тӑрӑх, полицейскисем айӑплӑ тесе шухӑшлакан пӗр ҫынна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шатракасси ялӗ ҫывӑхӗнче тытса чарнӑ. 21 ҫулти арҫын ҫумӗнче хир сыснин тушкине тупнӑ.
Тепӗртакран унпа пӗр шухӑшлисене тупса палӑртнӑ. Вӗсем — Шупашкар тата Вӑрнар районӗсенчен. Халӗ вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ишекри ватӑсем пушартан ҫӑлӑнма вӗреннӗ. Сӑмахӗ кунта асӑннӑ районти халӑхӑн социалӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн балансӗ ҫинчи вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑм (унчченхилле каласан — ваттисен ҫурчӗ) пирки пырать.
Унта пурӑнакансемпе нумаях пулмасть вӗренӳ ирттернӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи планпа пӑхнӑ тренировкӑра уйрӑм ертӳҫи Маргарита Илларионова унта ӗҫлекенсене тата пурӑнакансене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисем пирки аса илтернӗ. Ҫулӑм тухсан мӗнле тытмалли пирки ӑнлантарнӑ. Ҫулӑма сӳнтерекен ятарлӑ хатӗрпе епле усӑ курмаллине те кӑтартнӑ. Урама тухса вӗсем ҫав хатӗре ӗҫлеттерсех пӑхнӑ.
Кун пек вӗренӗве ҫуртра кварталта пӗрре ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Ене ятарлӑ техника килсе ҫитнӗ. Хальхи йышши тӑватӑ трактор Ҫӗмерле, Шупашкар, Патӑрьел районӗсенчи вӑрман хуҫалӑхӗсенче ӗҫлӗҫ.
Вӗсем вӑрмансене пушарсенчен сыхлӗҫ. Вӑрманҫӑсене ҫӗнӗ техникӑн уҫҫисене панӑ ӗнтӗ. Уявра ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ӗҫченсене юлашки вӑхӑтра вӑрмансенче пысӑк пушар пулманшӑн тав тунӑ.
Юлашки 20 ҫулта республикӑри вӑрман техники пачах ҫӗнелмен. Уйрӑмах ку 2010 ҫулта паллӑ пулнӑ. Ара, ун чухне шӑрӑх ҫанталӑка пула вӑрмансем ҫунма тытӑнчӗҫ, вӗсене сӳнтерме йывӑр пулнӑ. Кун хыҫҫӑн трактор паркне ҫӗнетме тытӑннӑ: киввисене юсанӑ, ҫӗннисене туянма тӗллевленӗ.
ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ Иван Исаев палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки 3 ҫулта 100 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Вӗсенчен 75 миллионӑшӗ — республика хыснинчен. Укҫапа 61 техника туяннӑ.
Вӑрман хуҫалӑхӗнчи техникӑна 2017 ҫул тӗлне ҫӗнетсе пӗтерме палӑртнӑ.
Шупашкар районӗнче Акатуй ӑҫта ирттермелли пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Ара, ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушаҫҫӗ-ҫке ваттисем. Шупашкар районӗнче те ҫавӑн пекрех шухӑшлаҫҫӗ, ака-суха уявне ҫитес ҫул ӑҫта ирттермеллине ҫӗнӗ ҫулчченех палӑртасшӑн.
Аса илтеретпӗр, халӗ ӑна район центрӗнче малтанхилле йӗркелеме пӑрахрӗҫ. Кашни ҫул пӗр-пӗр ял тӑрӑхне ҫитеҫҫӗ. Анчах кирек хӑшне те мар, ҫулталӑк хушшинче епле ӗҫленине кура. Кӑҫал Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ лайӑхрах ӗҫлесе ҫак чыса тивӗҫнине палӑртнӑ.
Халӗ вырӑнтисем Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче хӑш тӗлтерех уявласси пирки пуҫ ватаҫҫӗ иккен. Яваплисем виҫӗ вариантран пӗрне суйлӗҫ: е Хыркассине, е Кӗҫӗн Сӗнтӗре, е Атӑл ҫыранӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Виҫӗ юман» пахчаҫӑсен юлташлӑхӗ патӗнчи лапама.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |